Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ.
Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ.
Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ.
Шупашкарта «Европа театрӗ» конкурспа килӗшӳллӗн спектакльсене тӗрлӗ чӗлхепе лартнӑ: акӑлчанла, нимӗҫле, французла.
Пилӗк ҫул каялла постановкӑсене нимӗҫле ҫеҫ лартнӑ. Халӗ конкурса анлӑлатма шухӑшланӑ. Халӗ спектакльсене Европӑри виҫӗ чӗлхепе лартаҫҫӗ. Хулари 37-мӗш шкулти ачасем тавракурӑмӗпе палӑрнӑ. Вӗсем иккӗмӗш класранпах темиҫе чӗлхе вӗренеҫҫӗ.
Конкурсра ытларах юмахсем лартнӑ. Ара, вӗсене вӗренме ҫӑмӑлрах вӗт. Елчӗк районӗн ачисем ав конкурса пиллӗкмӗш хут хутшӑннӑ. Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра вӗсем акӑлчан чӗлхине тӗшмӗртеҫҫӗ. Конкурсра вара нимӗҫле юмах лартнӑ.
Конкурса ачасем чӗлхесене ытларах вӗренччӗр тесе ирттереҫҫӗ. Ачасем вара хӑйсене артист пек туяҫҫӗ. Хальхинче акӑлчанла тата фрнацузла постановка лартса Шупашкарти 46-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Нимӗҫле юмахшӑн вара Елчӗк районӗн ачисене палӑртнӑ.
Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.
Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫӗмӗрлери учительсен хорӗ Пӗтӗм тӗнчери «Созвездие — 2016» (чӑв. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) телекурав конкурсӗнче палӑрнӑ. Ӑмӑрту ҫак кунсенче Шупашкарта иртнӗ. РФ Культура министерстви, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗ, Раҫҫейӗн композиторсен пӗрлешӗвӗ, П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗ ирттернӗ ҫак ӑмӑртӑва хамӑр ҫӗршыври 70 регионтан, ҫавӑн пекех Беларуҫран, Казахстанран, Украинӑран хутшӑннӑ.
Ҫӗмӗрлесен хорне вырӑнти ача-пӑча 1-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ Т.В. Вишневская ертсе пынӑ. Ушкӑн «Репертуар Аллы Пугачёвой» (чӑв. Алла Пугачева репертуарӗ) номинацире «Песня о любви» юрра шӑрантарнӑ. Ҫӗмӗрлесем II степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсен хорӗсем республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем йӗркеленӗ конкурсӑн зонӑри тапхӑрне хутшӑннӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Елчӗкри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.Турнира 12 ушкӑн пуҫтарӑннӑ: «Большие Яльчики» (чӑв. Аслӑ Елчӗк), «Яльчики» (Елчӗк), «Сабанчино» (Тӑрӑм), «Новое Байбатырево» (Ҫӗнӗ Пӑва), «Лащ-Таяба» (Лащ Таяпа), «Малая Таяба» (Кӗҫӗн Таяпа), «Кушкӑ», «Тимеш», «Прогресс», «ДЮСШ – Яльчики», «Эмметево» (Элпуҫ), «Юман».
Командӑсем виҫӗ ушкӑна пайланса вылянӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтернисем малти виҫӗ вырӑншӑн ӑмӑртнӑ.
Пӗр-пӗрне парӑнас мар тесе кашниех чунтан вылянӑ пулин те пӗрремӗш вырӑна «Яльчики» (Елчӗксем) ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна лащ-таяпасем йышӑннӑ. Елчӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнчисем виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 4 сехет те 40 минутра Елчӗк районӗнчи полицие Ҫӗнӗ Пӑва ҫыннисенчен шӑнкӑрав килнӗ. Яла кӗнӗ ҫӗрте машина ҫунса кайни пирки пӗлтернӗ вӗсем.
Ҫулӑма сӳнтерсен Аслӑ Шӑхальте ҫуралнӑ 20 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Халӗ Патӑрьелти районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Ҫулӑм машинӑна йӑлтах пӗтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Ахӑртнех, каччӑна никам та ятарласа вӗлермен.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ.
Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире.
Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.
Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.
Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |